Via Maris

Via Maris (латыньле «тинĕс çулĕ») — авалхи Бронза ĕмĕрĕнчи, тен, маларах та, пулнă сутă-илӳ çулĕн хальхи ячĕ. Çул Авалхи Икĕпата, Сири, Анатоли тата Месопотами çĕрĕсене çыхăнтарнă.

пирĕн эрăччен 1300 çулхи Малти Ази Via Maris (хĕрлĕ-кăвак), Via Regia (хĕрлĕ), тата урăх сутă-илӳ çулĕ

«Тинĕс çулне» Библин Кивĕ Халалĕнче (Ис.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#9:1|9:1]]) тата Çĕнĕ Халалĕнче асăннă: «Завулон çĕрĕ тата Неффалим çĕрĕ, тинĕс çулĕ çинче, Иордан лешьенче, Галилей халăхĕн» (Мф.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#4:15|4:15]]) (латинла куçарнă Çĕнĕ Халалра çак вырăн çапла илтĕнет: «terra Zabulon et terra Nephthalim via maris trans Iordanen Galilaeae gentium»).

Via Maris вăтаçĕр тинĕсĕн хулисене 500 çухрăм тăршшипе фараонсемпе авалхи тĕнчен (филистимлянсен, финикисен, хеттсен, лидисен), кайранхи, грек тата рим империн, хĕресе хӳтĕлкенсем, мамлюксем тата османсем чухнехи паллă хуласене çыхăнтарса тăнă[1]. Вĕсен йĕрĕсене хале те çак çул çинче тупма пулать.

Çурçĕр Африка пушхирĕсенче, Ливанăн кедр вăрманĕсемпе ял районĕсенче, çаплах Александри, Газа хулисенче Via Maris Техĕм çулĕпе, Ашкелон, Ашдод, Яффо-Тель-Авив, Акко, Тир, Сайда Бейрут, Библос, Латаки т.ыт. хуласенче хулинче каçса кайнă. Яффара Via Maris иккĕне пайланнă. Тухăç çулĕ Афек витĕр пырса Мегиддо тата Бет-Шан çинелле кайнă, Иордан урлă каçса Via Regia çулпа пĕрлешнĕ, лешĕ, вара, хăйĕн йĕрĕпе Дамаска çитсе çурçĕрелле пăрăннă. Иккĕмĕш çулĕ палестина çыранĕпе Яффаран çурçĕрелле Тель-Михаль, Михморет, Кейсария, Дор, Атлит тата Акко порчĕсем урлă Финики çыранĕпе çурçĕрелле, Анатоли енне е тухăçалла Месопотамие тĕл тытнă. Via Maris Африка патшалăхĕсенчен çурçĕрти Икĕпата япала турттармалли паллă çулсенчен пĕри шутланнă. Вăл авалхи империсен оккупаци влаçĕн тĕп çулĕ шутланнă.

Каярах, Via Maris тăрăхĕнчи портсем тинĕс урлă Европăн Грецири, Италири тата Испанири портсемпе çыхăну тытнă.

Халĕ Via Maris çĕнĕрен йĕркелеççĕ, çак уйрăмах çулçӳревçĕсене авалхи маршрутпа, историпе паллашма пултараççĕ.

  1. ^ Historical Routes In The Middle-East 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.

Developed by StudentB